[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Фольклор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Фольклор (акăлчан. folklore — «халăх ăслăлăхĕ»), — халăх пултарулăхĕ. Чĕмсĕрлĕх йĕркипе, ятарлă палăртавсем çук пулсан, ытларах чухне сăмах пултарулăхĕ пирки калаççĕ. Чăннипе вара ку термин ытти ÿнерсене те пырса тивет: мусăк, ташă, сăнарлă илемлĕх, капăрлату-маякилтерĕш ÿнер[1], архитектура,...

Тĕплĕнрех ăнлантарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăмахлăхпа çыхăннă фольклора (çавăн пекех ыттисене те) илес пулсан, кунта ăна авторлăхлă (профессионаллă) культурăран уйăрса илме тимлес пулать.

Хуть те мĕнле тунă япалан та авторĕ е авторĕсем пур. Ку тĕлешпе фольклор та ытти пулăмсенчен чат уйрăлса тарать теме çук. Анчах та унта çакна уçăмлăн палăртман тата "автор прави" текен япала çук. Хуть те мĕнле хайлава та кирек кам та хăйне майлă улăштарма пултарать.

Фольклор тĕпчевĕ тата тишкерĕвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фольклора пухакан, текстсене хатĕрлесе пичетлекен е урăх майпа кун çути кăтартакан тата вĕсене тĕрлĕ енчен тишкерекен-тĕпчекен ăслава фольклористика теççĕ. Халăх сăмахлăхĕ мар фольклора та çавăн пеках тĕпчеççĕ. Вăл та фольклористика пулать.

Паллă чăваш фольклорисчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх мусăкне тĕпченĕ фольклористсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фольклор текстологийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене информаторсенчен çырса илеççĕ. Кашни текстăн хăйĕн паспорчĕ пулма тивĕçлĕ: камран, ăçта, мĕнле лару-тăрура çырса илни, вариантсем пуррипе çукки тата ытти те.

Чăннипе вара тĕпчевçĕсен тĕплĕ паспорт çук çăлкуçсемпе те сĕртĕнме тивет. Вĕсен чăнлăхне тата шанчăклăхне ытти енсем çине таянса та палăртма пулать.

  • Мерлина, Надежда Ивановна (доктор педагогических наук, доцент). Математические задачи на основе фольклорного и краеведческого материала народов России / Н. И. Мерлина, А. И. Петрова, С. П. Кайгородов // Математика в школе. - 2012. - № 8. - С. 63-67 : рис. - Продолжение. Начало: Математика в школе. - 2012. - № 7. - С. 49-58. Окончание следует . - ISSN 0130-9358

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Капăрлату-маякилтерĕш ÿнер шутне, калăпăр, чăваш тĕрри, халăх тумĕ, йывăçран кирлĕ хатĕрсем каскаласа кăларасси тата ытти çавăн пек япаласем кĕреççĕ.
  2. ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ. Персоналии. Сидорова Ефросиния Сергеевна.