[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Таллий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Талли / Thallium (Tl)
Атом номерĕ 81
Ансат япалалăхăн курăмĕ шурă-кĕмĕл тĕслĕ металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
204,3833 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 171 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
588,9 (6,10) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Xe] 4f14 5d10 6s2 6p1
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 148 пм
Ион радиусĕ ((+3e) 95 (+1e) 147 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,62
Электрод потенциалĕ Tl←Tl+ −0,338 В
Tl←Tl3+ 0,71 В
Оксидлав капашĕсем 3, 1
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 11,85 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 26,3 [1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх (46,1) Вт/(м·K)
Шăрану температури 576,6 K
Шăраннин пайлавла ăшши 4,31 кДж/моль
Вĕрев температури 1730 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 162,4 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 17,2 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ гексагоналлă
Решетке периочĕ 1,599 Å
c/a танлашăнни 1,588
Дебай температури 96,00 K


Tl 81
204,3833
[Xe] 4f14 5d10 6s2 6p1
Талли

Талли —Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, 81, символĕ Ir(лат. Thallium), щурă кĕмĕл тĕслĕ металл. CAS номер 7440-28-0.

1861-мĕш çулта Англи асчахĕ Уильям Крукс Гарц хулинчи кӳкĕрт йӳçĕкĕн заваочĕн хура тăхлан камерисен шламĕнче спектр меслечĕпе уçнă. Таса талли металне пĕр пĕринчен уйрăм Крукспа франци ăсчахĕ Клод-Огюст Лами 1862-мĕш çулта уйăрнă.

Элемент ячĕ спектăрти характерлă симĕс йĕрсем пулнипе тата çулăма симĕс тĕс панипе (ав.гр. θαλλός — çамрăк ешĕл турат) панă.

Çĕр çинче сарăлни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Талли- питĕ сапаланнă элемент. Цинк, пăхăр тата тимĕр обманкăсемпе колчедансенче, кали тăварĕсемпе слюдасенче тĕл пулать. Таллин 7 минералĕ паллă:(круксит (Cu, Tl, Ag)2Se, лорандит TlAsS2, врбаит Tl4Hg3Sb2As8S20, гутчинсонит (Pb, Tl)S • Ag2S • 5As2S5, авиценнит Tl2O3, талли азичĕ TlN3, талли пикрачĕсем C6H2(NO2)3OTl), вĕсем пурте питĕ сайра тĕл пулаççĕ.

Массăпа сарăлни (вăтамран):

  • çер хуппинче 4,5·10−5 %
  • ультраосновной породăсенче 10−6 %
  • в основной породăсенче 2·10−5 %
  • тинĕс шывĕнче 10−9 %

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Талли изотопĕсем

Таллипе ун çыхăнăвĕсем питĕ наркăмăшлă. Нерв системи, пĕвер, пӳре, вар-хырăм пусмăрланать, çӳçсем тăкăнаççĕ (пĕтĕмĕшле аллопеци). Ĕçмелли шыври ПДК - 0,0001 мг/м3, ĕç вырăнĕнчи сывлăшра йодид, бромид, карбонатăн (ьтаса таллипе шутласан)0,01 мг/м3, атмосфера сывлăшĕчне - 0,004 мг/м3. Çынна вĕлĕрмелли доза - 600 мг яхăн. Талли тăварĕсемпе наркăмăшлансан антидот вырăннĕ берлин лазурне усă кураççĕ.


Асăрхатарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — 100 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8


}


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.