[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

П. эрч. 171

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
  • 171[1] — Консулсем: Публий Лициний Красс тата Гай Кассий Лонгин (икĕ плебей).
  • 171 — Çуркунне — Римсен флочĕ Македони çыранĕ патне çитнĕ. Лициний легионсене Аполлоние янă. Грек йăхĕсен пулăшакан ушкăнĕсем беоти хулисене ярса илнĕ те тустарнă. Персей Китий çине хăватлă çара илсе пынă та Азорăна, Тифейе, Долиха çĕнсе илнĕ, Перреби хулисене ярса илнĕ, Киретие тата Милăна кĕнĕ, Элатие тата Гоннăна йышăнннă хыççăн Сикурире Осса тăвайккинче чарăннă. Македонсем Сикурире (Ларисса патĕнче) римлянсемпе, перхамсемпе тата фессалисемпе çапăçса çĕнетернĕ. Римлянсем тинĕс патнелле чакнă. Персей лăпланма чĕннĕ, анчах та Лициний килĕшмен. Персей çумне Эпир куçнă. Римлянсем грек полисĕсене хăйсен пăхăнăвĕнче хăварма пултарнă. Римлянсем пулăшакан грексене сутăнчăксем тенĕ. Беоти пĕрлешĕвĕ арканнă.

Пархи:

  • Митридат I патша пулса тăнă.
  • 171—138/7 — Пархи патши Митридат I.
  • Фраат I — Парфи патши.


Википеди Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр
  1. ^ Т. Ливий. История… — М., 1989 — 93. — Т. 3. — С. 438—472.