[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Курессааре

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Курессааре (Kuressaare) — Эстонири Сааремаа утравĕ çинче вырнаçнă хули, Сааре маакондăн тĕпĕ. Хулара тинĕс гаванĕ тата аэропорт пур.

Хула Рига заливĕн хĕрринче, Сааремаа утравĕн кăнтăр çыранĕнче вырнаçнă.

Хулара 15 пинĕ çын (2004) яхăн пурăнть. Чылайăшĕ — эстонсем, татах вырăссем, украинецсем тата белоруссем (6 % майлă). Çынсем пулă тытса сутас ĕçĕпе, ялхуçалăх ĕçĕпе тата туризм енĕпе çыхăннă.

Паянкунхи Курессааре чиркӳ çыннисен малтанхи карманĕ вырăнĕнче вырнаçнă. Пĕрремĕш хутсенче 1381 çулта палăртнă. 1559 çулта ăна Дани патшалăхне панă, ун хыççăн 1563 çулта ăна хула хартипе тивĕçтернĕ, çапла вара вăл, Рига пекех хула ретне кĕнĕ. Брёмсебрск килĕшĕвĕпе хулана Швеци патшалăх шутне панă. 1721 çулчен çавăнтах шутланнă. 1710 çулта хулана (ун чухне ăна Аренсбург тенĕ) вырăс çарĕсем кĕрсе çунтарса янă. Çав вăхăтра кунта балт швечĕсем, нимĕçсем тата датчансем пурăннă. 1721 çулта Ништад килĕшӳпе Раççей империне кĕнĕ. 1952-1988 çулсенче Кингисепп ятлă пулнă. 1721—1917 çулсенче Раççейре, паллă курорт пулса кайнă. Шведсене Аслă Кĕтĕрне майра патша хушнипе çав вăхăтра утравран кăларса янă, вĕсем вара Украинăри Вербовка ялне пурăнма куçнă.