[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Дордонь (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перигор патĕнчи Дордонь

Дордонь, — Францин кăнтăр-хĕвеланăç енче юхакан юханшыв, Гароннăн тĕп юппи. Тăршшĕ 472 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 23,4 км2. Мон-Дор сăрчĕнчен юхса тухать. Тури тата вăтам юхăмĕнче Тĕп Франци Массивĕ урлă юхать, анатра — Гаронн айлăмĕнче. Çеккунтра вăтамран 190 м3 калăпăш шыв юхать.

Тĕп юпписем: Везер тата Иль. Çавăн пекех Дордоне Марон тата Сер юхса кĕреççĕ.

Дордонь çинче 4 пысăк тата темиçе пĕчĕк гидроэлектростанци лараççĕ. Либурн хули таран кимĕсем ишме пултараççĕ. Юханшыв хĕрринче Бержерак, Либурн хулисем вырнаçнă.