[go: up one dir, main page]

Контент патне куҫ

Пĕчĕк хурчка

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çерçи хурчки ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хурчка (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пĕчĕк хурчка
Пĕчĕк хурчка
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Accipiter nisus

Пĕчĕк хурчка[1][2][3], е çерçи хурчки[4] (лат. Accipiter nisus) — Хурчка йышшисем (Accipitridae) ямахатри çăткăн вĕçенкайăк[5]. Уйрăм тĕс.

Хурчка, е хурчăка (лат. Accipitrinae) —Хурчка йышшисем (Accipitridae) ямахатри çăткăн вĕçенкайăксен айышĕ (айямахачĕ). Çапла вара, асăннă аййышри хуть те хăш вĕçенкайăка та хурчка теме пулать.

Пĕчĕк хурчка (Çерçи хурчки)кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк.

Вăрманта пурăнать. Хĕлле ял-хула çывăхнелле куçать.

Çăмартисем (4-5) шурă, хăмăр пăнчăсемлĕ.

Çерçи хурчкисен тĕп апачĕ - тĕрлĕрен пĕчĕк вĕçен кайăксем: салакайăк, пимпа, тăри, шĕпшĕл, кăсăя. Тытас кайăка уçланкăра е çул хĕрринче пытанса ларса сыхлаççĕ. Хăвăрт тапăнса чĕрнисемпе ярса илеççĕ. Хĕллехи вăхăтра ял-хула çывăхĕнче кăвакарчăнсене, чанасене тапăнать, килти чăхсене те тытма пултарать. Ытти кăйкăрсемпе танлаштарсан, ярăнса вĕçсе çӳремест.

Хĕл каçма кăнтăралла каймасть.

Пирĕн республикăра пур çĕрте те пур, анчах йышлă мар.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский / Под общ. ред. акад. В. Е. Соколова. — М.: Русский язык, РУССО, 1994. — С. 39. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.
  2. ^ Ястреб-перепелятник // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  3. ^ Перепелятник : [арх. 25 декабря 2022] / Лоскот В. М. // Большая российская энциклопедия [Электронный ресурс]. — 2017. (Перепелятник / Лоскот В. М. // П — Пертурбационная функция. — М. : Большая российская энциклопедия, 2014. — С. 648. — (Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 25). — ISBN 978-5-85270-362-0.)
  4. ^ Перепелятник // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  5. ^ Gill F.[англ.], Donsker D. & Rasmussen P.[англ.] (Eds.): Hoatzin, New World vultures, Secretarybird, raptors (англ.). IOC World Bird List (v12.2) (11 августа 2022). doi:10.14344/IOC.ML.12.2

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]